Тăван чĕлхе – пĕлÿ çăл куçĕ.

  

РОДНОЙ ЯЗЫК -

ИСТОЧНИК ЗНАНИЙ

 

 

     

 

New  Новости недели (23-29.04.18)
● Городской Конкурс-игра по станциям «Наш патриарх», посвященный 170-летию со дня рождения И.Я. Яковлева.
● Тотальный диктант по чувашскому языку
● Школьный конкурс инсценировок и участие в акции - единый день чтения"Читаем произведения И.Я.Яковлева", проводимой городскими библиотеками
>>> Пресс-релиз мероприятий можно посмотреть здесь
 

2018-мĕш çулхи пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче 5Б тата 5В классем хушшинче «Кайăксене кĕтсе илни» («Встреча весенних птиц») вăйă уяв иртрĕ.
>>>  Игра-конкурс «Кайăксене кĕтсе илни» («Встреча весенних птиц»)
 

 

2017 çулхи чÿк уйăхĕнче Шупашкарта Регионсен хушшинче иртекен «Хавхалану» («Вдохновение») творчествăлла конкурс-фестиваль иртрĕ.  Конкурса Г.Н. Волков академикăн 90 çулхи юбилейне халалланă.  >>> «Чи лайăх инсценировка»

Чăваш чĕлхи эрнинче 7-8 классем «Чăваш халăхĕн культури тата йăли-йĕрки» темăпа буклетсем турĕç. Вĕренекенсем конкурсра малти вырăна тухас тесе питĕ тăрăшрĕç. Тарăн шухăшлă, илемлĕ те кăсăклă буклетсемшĕн ачасем грамотăсем илме тивĕçлĕ пулчĕç.  

 

5-мĕш классем ача-пăча журналĕсем хатĕрлесе вĕсене «Çут çанталăк – пирĕн пуянлăх» ятлă конкурса тăратрĕç. Ку ĕçре класри кашни ача вăй хучĕ. Журналсен страницисенче сăвăсем, ÿкерчĕксем, ребуссем, кроссвордсем, вăйăсем курма пулать. Жюри членĕсем чи лайăх журналсене палăртрĕç, хатĕрлекенсене пĕчĕк парнесем парса чысларĕç.  
 

Чăваш чĕлхи эрнинче гимназире классем хушшинче тĕрлĕ конкурссем пулса иртрĕç. Вĕренекенсем хавхалансах хутшăнчĕç. 2-мĕш классем «Алă ăстисен хули» конкурс валли тĕрлĕ ĕçсем турĕç. Вĕсем пурте çут çанталăка сыхлассипе çыхăннă. Ачасен ĕçĕсенчен хатĕрленĕ курав пурне те килĕшрĕ.  
>>>  Фото

3-мĕш классенче вĕренекенсем «Манăн атте-анне» ятлă укерчĕксен конкурсĕнче хутшăнчĕç. Шагеева П. (3Б), Махмутова А. (3Б), Фёдорова Ж. (3Б) ÿкерчĕкĕсене жюри членĕсем уйрăмах палăртса хăварчĕç.

Ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче 4-мĕш класра вĕренекен ачасем хушшинче «Атте-аннерен хакли никам та çук» сăвă калакансен конкурсĕ иртрĕ. Конкурсăн юлашки этапне 14 ача çитрĕ. Пурте сăвăсене тăрăшра вĕренчĕç, илемлĕ каласа пачĕç. Уйрăмах итлекенсене Петров Ильяпа Миронов Миша сăвă калани килĕшрĕ. Вĕсем I вырăн илме тивĕçлĕ пулчĕç. Кропочев Сашăпа Шибаева Настя II вырăн, Шибаева Милана тата Дмитриев Ваня III вырăн йышăнчĕç.

Пирĕн шкулта 6-7 классенче вĕренекен ачасем хушшинче чăваш тĕрриллĕ тумтир ÿкернĕ эскизсен конкурсĕ иртрĕ. Конкурса хатĕрленнĕ май вĕренекенсем чăваш тĕррин вăрттăнлăхĕсемпе паллашрĕç. Чăвашсен ĕлĕкхи тумтирĕ çинчи тĕрĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕç. Конкурса тăратнă ĕçсенчен йĕркеленĕ курав ачасене те, вĕрентекенсене те кăмăла кайрĕ.
   Ака уйăхĕнче регионсем хушшинчи иртекен наукăпа тĕпчев тата творчество ĕçĕсен «Кил ăшши» конкурса 5 класра вĕренекен Анисимов Максим атте-аннене халалланă ĕç тăратнă (ертÿçи – Анисимова Е.Л.) Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем çу уйăхĕн пуçламăшĕнче паллă пулаççĕ.

 

Чăваш чĕлхи эрнин малтанхи кунĕсенчех 1-мĕш класра вĕренекенсем И.Я. Яковлев ачасем валли çырнă калавсемпе паллашрĕç. Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче пĕчĕк артистсем хăйсене килĕшнĕ хайлавсене выляса кăтартрĕç. Калавĕсем те, ачасен пултарулăхĕ те пурне те килĕшрĕ.   >>>  Фото1   Фото2   Фото3

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкар хулинчи Культура керменĕнче Чăваш чĕлхи кунне халалланă пысăк уяв иртрĕ. Пирĕн хулари шкулсенче вĕренекен тĕрлĕ конкурссемпе мероприятисенче çĕнтернĕ ачасем хăйсен пултарулăхне сцена çинче кăтартрĕç.
   6-мĕш гимназире 7 класра вĕренекен Николаева Даша та Юхма Мишши çырнă «Аннене» сăввине илемлĕ каласа куракансен чунне тыткăнларĕ. Сăмах май, ку сăвва вуласа Даша «Çăлтăрчăк» конкурсăн «Пирĕн пултарулăх» номинацийĕнче II вырăн йышăнса диплома тивĕçлĕ пулчĕ.

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкар хулин Ю.Гагарин ячĕллĕ тĕп библиотекинче «Чуна çывăх тăван сăмах» конкурсăн çĕнтерÿçисене чысларĕç. Ку тупăшăва 6-мĕш гимназире вĕренекенсем те хутшăнчĕç: Николаева Д., 7А класс (ертÿçи – Анисимова Е.Л.), Волкова О., 6 класс (ертÿçи – Николаева Е.Н), Васильева Б., 6Б класс (Поясова З.Н.), Котусенко В., 5А класс (ертÿçи – Волкова Н.Г.)
   Волкова Оля Светлана Асамат çырнă «Тăлăха юлнă салтак арăмĕн тав-хÿхлевĕ» сăвва илемлĕ вуласа III вырăн йышăнчĕ.  
   Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Шупашкар хулинчи Наци библиотекинче чăваш чĕлхипе прозăлла хайлавсем вулакансен уявĕ иртрĕ. Конкурсра 7 класра вĕренекен Шувалова Маша Юхма Мишши çырнă «Ывăлсем» хайлава вуларĕ.

Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче 6-мĕш гимназире «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ -2017» акци иртрĕ. Диктант çырма 30 çын кăмăл турĕ. Вĕсенчен улттăшĕ вĕрентÿçĕсем, ыттисем 6-мĕш тата 9-мĕш класс вĕренекенĕсем. Диктанта Чăваш Республикинчи Аттепе Анне çулталăкне тата чăваш чĕлхи кунне халалланă.   

Чăваш чĕлхи эрнин пĕрремĕш кунĕнче 5-6-мĕш класс ачисем шкул историйĕн музейĕнче пулса курчĕç. Унти «Чăваш халăхĕн кун-çулĕ» пайĕ вĕренекенсене уйрăмах кăсăклантарчĕ.
  

 

Неделя чувашского языка и литературы.  2017-мĕш çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 29-мĕшĕччен хулари пур вăтам шкулта та чăваш чĕлхи Эрни иртет. Хула тата шкул шайĕнче ачасене аталантаракан, тăван ен культурипе, унăн историйĕпе паллаштаракан тĕрлĕ кăсăклă ĕçсем туса ирттерме палăртнă >>> План проведения Недели.
   

В рамках недели чувашского языка и Года человека труда в Чувашии гимназия принимала участие в реализации проекта Чувашского национального музея «Человек труда в кино».  16 апреля 2016 года в качестве гостя выступала заслуженный деятель искусств ЧР, член Союза писателей РФ, член Союза журналистов РФ, поэт, композитор, автор-исполнитель Светлана Васильевна Азамат. Учащимся гимназии она рассказала историю создания студии «Чувашкино», показала уникальные документальные фильмы о её создателе, о первых актёрах чувашского кино. А также ребята познакомились с творчеством самой Светланы Васильевны Азамат.
  

15 апреля 2016 в гимназии прошёл концерт Чувашского государственного академического ансамбля песни и танца. Это огромный художественный коллектив, лауреат Всесоюзного и Всероссийского конкурсов, лауреат Государственной премии Чувашской Республики им. К. В. Иванова. Ансамбль выступил на сцене гимназии с народными и эстрадными песнями, удивил прекрасными танцевальными номерами. Учащиеся гимназии оценили высокое профессиональное мастерство артистов. Юные зрители остались довольны выступлением ансамбля песни и танца.
  

 

Вниманию учащихся 7-9 классов гимназии! Дистанционная викторина, посвящённая Году Человека труда в Чувашии и Году кино в России по теме: «Жизнь и деятельность основателя чувашского театра и кино Иоакима Степановича Максимова-Кошкинского»
   >>> Задание викторины размещено здесь. Ответы нужно сдать учителям чувашского языка до 22 апреля 2016г. Победители и призеры викторины будут награждены дипломами.

 

ПЛАН проведения Недели чувашского языка и литературы, посвящённой Году Человека труда в Чувашии и Году кино в России в МБОУ «Гимназия №6» г. Новочебоксарск (18-25 апреля 2016г.)
   

ПОЛОЖЕНИЕ о конкурсе юных переводчиков, посвященном 80-летию со дня рождения чувашского поэта Г.Н. Айги (сент.-окт. 2014)

Отчет о проведении Недели чувашского языка и литературы в МБОУ «Гимназия №6»  г.Новочебоксарск 21 – 26 апреля 2014г. (документ .pdf)

Фото1    Фото2    Фото3    Фото4    Фото5
 

    Учащимся 5 – 9-х классов гимназии предлагается поучаствовать в дистанционной викторине, посвященной дню рождения И.Я. Яковлева. Викторина состоит из двух частей: I часть включает 10 вопросов на чувашском языке, II часть – 10 вопросов на русском языке.
    Ответы присылайте до 26 апреля включительно по адресу neonillakrasnova@mail.ru.
    Не забудьте указать свои данные: полные имя и фамилию, класс. Победители и призеры викторины будут награждены дипломами и памятными подарками

 
      План проведения Недели чувашского языка и литературы в МБОУ «Гимназия №6» г.Новочебоксарск (21 – 26 апреля)
    Ученица 9В класса гимназии Ксения Полытова заняла Iместо в городском и II место в республиканском этапах конкурса «Çăлтăрчăк»(«Звездочка»), проведенного врамках фестиваля национальной культуры «Туслăххĕлхемĕ» («Искорка дружбы»). Ксения продемонстрировала отличные знания и творческие способности на пяти станциях: «Чувашский язык», «Знаменитые люди и достопримечательности Чувашской земли», «Чувашская народная мудрость», «Чувашская литература» (выразительное чтение произведений классиков), «Художественная самодеятельность» (исполнение песни). Подготовила К. Полытову учитель чувашского языка Е.Л. Анисимова.
 

    14 апреля в гимназии состоялся Праздник чувашского костюма «Звенящая россыпь веков». 125 учащихся 2–4-х классов встретились с заслуженным мастером культуры ЧР З.И. Вороновой, которая рассказала об истории национальной одежды. Продемонстрировали женские и мужские костюмы учащиеся 9В класса А. Зеленцова, А. Миронова, Т. Егорова, Е. Макеева, А. Борисова, А. Вишневский. На ярком празднике детей порадовала чувашскими песнями композитор и исполнитель К.А. Осокина.
 

    В апреле библиотекарь гимназии Л.Ю. Кузьмина провела в начальных классах электронные презентации книг чувашских писателей «Открываем новые имена». Учащиеся получили интересную информацию о новинках чувашской детской литературы, содержащейся в библиотеке гимназии.
 

 

• Республиканская ярмарка методической продукции по организации воспитательной деятельности:  Школьный проект «Усăллă вулав»  («Чтение с пользой») как способ приобщения школьников к чтению чувашской литературы
• Приложение к Проекту - «Портфель читателя» (3 Мб):  сопровождение методики «Чтение по-чувашски увлекательно!»

  ► 

     Презентация "Петр Хузангай"
 
 ●  План-конспект урока в 3 классе "Класра"